Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн ялта ҫуралнӑ. Николаев-Хури ячӗпе хисепленекен педагогика техникумне пӗтернӗ, пуҫламӑш классен вӗренткенӗ ята илнӗ. Педагогика ӗҫне 1933-мӗш ҫулта тытӑннӑ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче разведчик пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мускаври педагогика институчӗн географи уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. Халӑха вӗрентес ӗҫре 40 ҫула яхӑн вӑй хунӑ, шкулсенче учительте, директор ҫумӗнче, директорта ӗҫленӗ.

B.Г.Толстов-Атнарский Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» музея йӗркелекенӗ пулнӑ, 1993-мӗш ҫулччен директор ӗҫне туса пынӑ.

Педагог, таврапӗлӳҫӗ, «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» палла тивӗҫнӗ (1965), «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗсченӗ» ята (1987), Краль Холмец хулин хисеплӗ гражданинӗ (1969), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Вӑл таврапӗлӳпе литературӑна чунтанах юратнӑ. Аслӑ, ҫине тӑрса ӗҫлеме кӑмӑллакан, уҫӑ кӑмӑллӑ, сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшма тӑрӑшакан Валериан ригорывич пурнӑ ӗ сунми ҫутӑ ҫӑлтӑр пек вӗлтлетсе иртрӗ. Вӑл халӑх асӗнче яланлӑхах тӑрса юлчӗ.

Связанные публикации

Для размещения информации на сайте заполните, пожалуйста, специальную форму заявки

Опубликовать свою историю