Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шӗмшеш ялӗнче ҫуралнӑ. И. Яштайкин Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче вӗреннӗ. Пенза кӗпӗрнинче учительсен семинарине, Чӗмпӗрти тӗн семинарине, Варшавӑри император университечӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ(1912).

Астраханьти реальнӑй училищӗре (1913-1914), Ленкоранти арҫынсен гимназийӗнче (1914-1918), Чутайри учительсен семинарийӗн директорӗнче (1918-1920) ӗҫленӗ. 1922-1924 ҫулсенче — Чӗмпӗрти чӑваш педагогика институчӗн ректорӗ, Мускаври 610-мӗш вӑтам шкул учителӗ. 1941 ҫултанпа — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вӑтам шкул завучӗ тата директорӗ, РОНО заведующийӗ, вӑтам шкул учителӗ, 1946-1949, 1952-1955-мӗш ҫулсенче — Етӗрнери педагогика училищин преподавателӗ, 1949-1952-мӗш ҫулсенче -Канашри учительсене хатӗрлекен институтӑн чӗлхе тата литература кафедрин заведующийӗ, 1957-мӗш ҫулта — Шупашкарти музыка училищин преподавателӗ. Учитель, чӗлхе ӑсти, филологи наукисен кандидачӗ, Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ (1944).

Чӑваш халхӗ кӗсле каланине юратать. Вӑл халӑх культуринче пысӑк вырӑн йышӑнать. «Чӑвашсем хушшинче ӑста, артистла кӗсле калама пӗлекен ҫын пур. Кувӑл — Илья Николаевич Яштайкин. Студент вӑхӑтӗнчех тӗп хулари пысӑк концертсенче итлекенсене кӗсле калас Асталӑхӗпе тӗлӗнтеретчӗ.

Связанные публикации

Для размещения информации на сайте заполните, пожалуйста, специальную форму заявки

Опубликовать свою историю